Çутă çул
+19 °С
Ясно
Наци проекчĕсем
18 Сентября , 09:16

Бирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ

Бирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑБирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑ
Бирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Бирск хулинче Шуратӑл шывӗн ҫыранне хӑтлӑлатнӑ. Ӗҫсене «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчĕн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программипе килӗшӳллӗн тунă тесе пӗлтерет ЖКХ министерствин пресс-служби.
Ҫыран хӗррине ҫӗнӗ брусчатка сарнӑ, бордюрсем вырнаҫтарнӑ, ҫутӑ тӗревӗсем, чуччу лартнӑ пергола вырнаҫтарнӑ. Тӗп эреш – истори стилӗпе туптанӑ декоративлӑ детальсемпе усӑ курса ӑсталанӑ беседка.
Министерствӑра шӑпах ҫак территорие Бирскра пурӑнакансем пӗлтӗр хӑтлӑх кӗртмелли обществӑлла лаптӑксем суйлассипе Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-сасӑлав вӑхӑтӗнче суйланине аса илтернӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан ЖКХ министерствин пресс-служби.
https://resbash.ru/news/natsproekty/2026-09-17/v-birske-blagoustroili-naberezhnuyu-beloy-4815061

 

 

Бирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑ
Бирскра Шуратӑл ҫыранне хӑтлӑлатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас