

#наци проекчĕ
Гафури районӗнче Архангельское — Красноусольский трассӑна асфальт сарма тытӑннӑ.
Гафури районӗнче Архангельское — Красноусольский ҫула юсасси малалла пырать тесе пӗлтерет ПР Транспорт министерствин пресс-служби. Яктыкульпа Бакрак ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ 5,6 километр тӑршшӗ трасса участокӗнче никӗсне ҫирӗплетнĕ, ҫӳлти сийне туса пӗтернĕ те асфальтӑн юлашки сийне хума тытӑннă. Черетре — ҫул хӗррисене ҫирӗплетмелли, ҫул ҫине паллӑ тумалли. Ӗҫсене «Пурнӑҫ инфратытӑмĕ» нацпроект шайӗнче туса пыраҫҫӗ.
— Архангельское — Красноусольский ҫул Архангельскпа Гафури районӗсенче пурӑнакансене транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет, вӗсенче 50 пине яхӑн ҫын пурӑнать, — каласа кӑтартнă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова. — Унсӑр пуҫне ку туризм ҫул-йӗрӗ. Пушкӑртстан ҫыннисемпе хӑнисем ҫуллахи кану вырӑнӗсене Зилим шывӗн илемлӗ ҫыранӗсем патне ҫак ҫулпа ҫитеҫҫӗ.
Кӑҫал Архангельски тата Гафури районӗсенчи Архангельское — Красноусольский ҫулсем пурӗ вунӑ километра яхӑн нормативлӑ лару-тӑрӑва илсе ҫитерӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерствин пресс-служби панӑ.
https://resbash.ru/news/natsproekty/2026-09-17/v-bashkirii-otremontiruyut-turistskuyu-dorogu-k-zilimu-4816073