

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин — ҫӗршывӑн тӗп ӑс-хакӑл ӑмӑртӑвӗн ҫӗнӗ сезонӗ пуҫланнӑ. Мероприятие «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗ пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиада 24 предмета ҫавӑрса илет, ҫакӑ кашни шкул ачине хӑйӗн интересӗсемпе пултарулӑхне тивӗҫтерекен ҫул-йӗр суйлама май парать. Ӑмӑрту тӑватӑ тапхӑрпа иртет: шкул, муниципалитет, регион тата юлашки тапхӑр.
Кӑҫал олимпиада марафонӗ уйӑх ытла тӑсӑлӗ — сентябрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 24-мӗшӗччен. Ҫак хушӑра вӗренекенсем хӑйсен вӑйне тӗрлӗ дисциплинӑра тӗрӗслесе пӑхма пултарӗҫ: экологипе вырӑс чӗлхинчен пуҫласа робототехникӑпа китай чӗлхи таранах.
Пушкӑртстан тивӗҫлипе Раҫҫейри олимпиада юхӑмӗн лидерӗсенчен пӗри шутланать — ҫакӑн хыҫӗнче шкул ачисен ҫӗнтерӗвӗсем, педагогсен ӗҫӗ тата республика талантсене пулӑшасси ҫине тимлӗх уйӑрни тӑрать.
Олимпиадӑн шкул тапхӑрӗ куҫӑмсӑр тата дистанциллӗ форматсемпе иртет. Юлашки тапхӑрта ҫӗнтерни чылай ҫӑмӑллӑх парать: ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен дипломӗсем тӑватӑ ҫул вăйра тăраççĕ, ҫӗршыври малта пыракан аслӑ вӗренӳ заведенисене тивӗҫлӗ профильпе вӗренме кӗмелли тӗрӗслевсемсӗр вӗренме кӗме ирӗк параҫҫӗ.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑртстан Республикин Çутӗҫ министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1404955#scroll