

#наци проекчĕ
Уфари Республикӑри юн паракан станцире Пӗтӗм тӗнчери шӑмӑ мимин донорӗн кунне халалласа уяв иртнӗ. Мероприяти тӑван ҫӗршыв медицинине аталантарма пулӑшакан «Вӑрăм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект тӗллевӗсене ырлать.
Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун шӑмӑ мимин донорӗсене Тав ҫырӑвӗсем панӑ. Унсӑр пуҫне юн парассине хастар хутшӑнакансем Раҫҫей Хӗрлӗ Хӗресӗнчен дипломсемпе «Тӑтӑш донор пулнӑшӑн» кӑкӑр паллисем илнӗ — ҫак ҫынсем пациентсене яланах ҫӑлма пулӑшаҫҫӗ.
2015 ҫултанпа Пушкӑртстанра шӑмӑ мимин донорӗсен регистрне 17 пин ытла ҫын кӗнӗ. Вӗсенчен 44 ҫын чӑн-чӑн донор пулса тӑнӑ ӗнтӗ, ыттисене пурӑнма шанӑҫ парнеленӗ. Регистра кашниех пуянлатма пултарать: кун валли кӑштах юн пани те ҫителӗклӗ. Тӗслӗхе генетика параметрӗсене палӑртма тата базӑна кӗртме типлама ярӗҫ. Пациентпа пӗр килсен ҫынна клеткӑсен донорӗ пулма сӗнӗҫ.
Онкологипе тата ытти йывӑр чирпе аптӑракан чылай ҫыншӑн шӑмӑ мимине куҫарса лартни — сывалмалли пӗртен-пӗр шанăç. Юрӑхлӑ донор тупас шанчӑк ҫав тери пӗчӗк — пĕрре 10 000 ҫине кӑна.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-09-22/v-ufe-donoram-kostnogo-mozga-vruchili-nagrady-za-spasenie-zhizney-4823410