

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Благовещенск районӗнче «Таса ҫыран» регионти экологи акцийӗ иртнӗ. «Раҫҫей шывӗ» федераци пуҫарӑвне тата «Экологи ырлӑхӗ» наци проектне ырласа ҫӗршер ҫынна пӗрлештернӗ мероприяти йӗркеленӗ.
Унта хутшӑнакансем вырӑнӗсене пайланӑ: районпа хула администраци ӗҫченӗсем Дашковсен аллейин территорине йӗркене кӗртнӗ, Удельно-Дуваней ялӗнче пурӑнакансем вырӑнти кӳлӗн ҫыран хӗрринчи зонине опекӑна илнӗ. Ҫакӑн пек субботниксен тӗп тӗллевӗ территорие ахаль тирпейлессинчен тухать. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, акцин тӗллевӗ — халӑхӑн шыва пурнӑҫра кирлӗ ресурс вырӑнне хурса упрассине йӗркелесси тата шыв-шурсене варалас ыйту ҫине тимлӗх уйӑрасси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экологи министерстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-09-23/berega-beloy-i-mestnyh-ozer-v-blagoveschenskom-rayone-bashkirii-ochistili-ot-musora-4823697