Республикӑра тавар сӗчӗ туса илесси 30 пин тоннӑна яхӑн ӳснӗ.
Сентябрӗн 16-мӗшӗ тӗлне 2026 ҫул пуҫланнӑранпа туса илнӗ тавар сӗчӗн калӑпӑшӗ Пушкӑртстанра 587 пин тонна таран ӳснӗ тесе пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби. Ку вӑл 2025 ҫулхи ҫак тапхӑртинчен 29,5 пин тонна ытларах. Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.
Пӗтӗмӗшле производствӑпа Чекмагуш районӗ малта пырать. Кунта 65,1 пин тонна сӗт сунӑ. Сӑвӑм ӳсӗмӗпе Стерлитамак районӗ те малта — хушăм 19 пин тонна.