

#наци проекчĕ
Иртнӗ канмалли кунсенче Караидель ялӗн ҫыран хӗрри анлӑ экологи пулӑмӗн центрӗ пулса тӑнă. Районта пурӑнакан ҫӗр ытла ҫын «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗ пулӑшнипе иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ешĕл Пушкӑртстан» акципе килӗшӳллӗн тӑван тӑрӑха тирпей-илем кӗртес тесе пӗрлешнӗ.
Уявӑн тӗп площадки ҫӗнелнӗ ҫыран хӗрри пулнă. Ир-ирех кунта ӗҫ коллективӗсен, общество организацийӗсен представителӗсем тата волонтерсем пухӑннă. Кунӑн тӗп пулӑмӗ пысӑк хунавсем лартасси пулнă: пӗрлехи вӑйпа ҫыран хӗррине 35 ҫамрӑк пилешпе сирень тӗмӗ лартнă, вӗсем ҫитес ҫуркунне уҫӑлса ҫӳремелли зонӑна илем кӳрӗҫ.
Экологи пуҫарӑвӗн калӑпӑшӗ тӗлӗнтерет. Пӗтӗм районӗпе ырӑ ӗҫе 700 ытла ҫын хутшӑннӑ. Сӳрӗк мар кӑмӑллӑ граждансен вӑйӗпе 800 яхӑн йывӑҫ-тӗм лартнӑ, ҫавӑн пекех ҫывӑхри обществӑлла территорисенче субботник ирттернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Караидель район администрацийӗ.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-09-28/karaidelskiy-rayon-prisoedinilsya-k-aktsii-zelyonaya-bashkiriya-4828250