

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи Пишпӳлек ялӗн тӗп тӳремӗнче декоративлӑ улмуҫҫисем, туя тата гортензисем ÿсме пуçлĕç. Пысӑк хунавсем лартни «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртекен тӗп площаде реконструкцилес ӗҫре юлашки штрих пулнă.
Ҫӗнелнӗ площадь ҫамрӑксене илӗртмелли тӗп центрсенчен пӗри пулса тӑнӑ, унта ҫитӗнекен ӑру вӑхӑта хӑтлӑ условисенче ирттерет. Кунта хӑтлӑ сукмаксемпе уҫӑлса ҫӳреме, меллӗ саксем ҫинче канма, декоративлӑ хунавсен сӑн-сӑпачӗпе киленме пулать. Хальхи ҫутӑ территорие каҫхи вӑхӑтра та хӑтлӑ тӑвать, тӗплӗ шухӑшласа ешерни вара лӑпкӑ канма, хутшӑнма май паракан атмосфера туса парать.
Вырӑнти халӑх палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп лаптӑк палӑрмалла улшӑннӑ, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсен — шкул ачисенчен пуҫласа аслӑ ӑру представителӗсем таранах— уҫӑлса ҫӳремелли юратнӑ вырӑн пулса тӑнӑ. Общество лаптӑкне тирпей-илем кӗртни ял сӑн-сӑпатне лайӑхлатнă кӑна мар, канма та чӑннипех хӑтлӑ хутлӑх туса панă.
— Пысӑк хунавсем лартни лаптӑкӑн чӑн-чӑн илемӗ пулса тӑчӗ. Лаптӑк тата илемленчӗ: вӑл хӑтлӑрах пулчӗ. Декоративлӑ ӳсен-тӑран хунавӗсем лаптӑка тулли сӑн кӗртеҫҫӗ. Тӗрӗс пӑхни, вӑхӑтлă шӑварни пире вӗсене упраса хӑварма май парасса шанатпӑр. Кӗрхи хӗвеллӗ ҫанталӑк тӗп площаде уйрӑмах романтикӑллӑ сӑн кӗртет, - ӑнлантарнă Пишпӳлек район администрацийӗн архитектурӑпа ЖКХ пайӗн тӗп специалисчӗ Ильмира Камалова.
Ҫӑлкуҫ: Пишпӳлек район администрацийӗ.
https://contenta.info/press_releases/1411776#scro