

#наци проекчĕ
МАКС хамӑр ҫӗршыври мессенджерта «Республика Башкортостан» пӗрлехи регион сервисӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Сервиса мини‑приложени формачӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ, регионта пурӑнакансене цифра сервисӗсемпе официаллӑ каналсене пӗр вырӑнта кӗме май парать. Ҫакӑн евӗр электронлӑ сервиссем йӗркелесси «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.
- Пирӗн регион ҫӗршыври мессенджерта регион сервисӗсене ӗҫе кӗртес сферӑра лидер. Уйӑхсерен сервиссемпе регионта пурӑнакан 100 пине яхӑн ҫын усӑ курать, республикӑри официаллӑ каналсен пӗтӗмӗшле аудиторийӗ вара пĕр миллиона яхӑн ҫырӑнакан шутланать. Пушкӑртстан граждансем патшалӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлессине ҫине-ҫинех ансатлатать тата хатӗрленӗ приложени ҫак процеса май килнӗ таран тӑрӑ та меллӗ тӑвать, - пӗлтернӗ Пушкӑртстан Республикин Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ Олег Ли.
Мини-приложенире регион сервисӗсене «Вӗрентӳ», «Ҫурт тата ЖКХ», «Ҫемьепе ачасем», «Транспорт» тата «Сывлӑх» категорисене пайланӑ. Унсӑр пуҫне кирлӗ ресурса унӑн ячӗпе тупма пулать.
«Пушкӑртстан Республики» пӗрлехи регион сервисӗн мини-приложенийӗпе https://max.ru/respublika_bashkortostan_bot ссылка тӑрӑх усӑ курма пулать.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑртстан Республикин патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министерстви.
https://contenta.info/press_releases/1416284#scroll/