

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинчи Уфари 5-мӗш хула больници ҫӗнӗ медоборудовани — маммограф илнӗ. ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарата «Вӑрăм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ май лартнӑ. Вырнаҫтариччен пӳлӗмре юсав ирттернӗ.
Кӑкӑр ракӗ хӗрарӑмсен хушшинче чи анлӑ сарӑлнӑ онкологи чирӗсенчен пӗри пулса юлать, ҫавӑнпа та иртерех диагностика питӗ пӗлтерӗшлӗ: пуҫламӑш тапхӑрта тупса палӑртнӑ чире ӑнӑҫлӑ сиплеме пулать.
Уфари 5-мӗш медучреждени специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, профилактика тата вӑхӑтра диагностика туни — кӑкӑр ракне ӑнӑҫлӑ сиплемелли никӗс. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, клиника тӗрӗслевӗ, инструмент тӗпчевӗсем тата диагностикӑн хальхи меслечӗсем кӗрекен комплекслӑ меслет чи пӗчӗк кӑлтӑксене те тупса палӑртма пулӑшать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-10-01/novyy-mammograf-ukrepil-diagnostiku-v-ufimskoy-bolnitse-5-4832632