

#наци проекчĕ
«Госуслуги» порталта пӗчӗк ялсенче мобильлӗ интернет валли оборудовани вырнаҫтарассишӗн сасӑлав пуҫарнӑ.
«Госуслуги» порталӗнче пӗчӗк ялсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ирттерессипе сасӑлав малалла пырать тесе пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакан виҫӗ пин ытла ҫын хӑйӗн сассине панӑ ӗнтӗ. Федераллӑ проект «Цифра танмарлӑхне пӗтересси 2.0.» «Даннӑйсен экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Сасӑлава Пушкӑртстанра ялан пурӑнакан ҫул ҫитнӗ кирек мӗнле ҫын та хутшӑнма пултарать. Проекта ҫӗр ҫынран пуҫласа пин ҫын таран пурӑнакан ялсем хутшӑнаҫҫӗ.
Сасӑлав 2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. «Госуслуги» порталӗнче е РФ Цифра министерствине ҫыру ярса (123112, Мускав хули, Пресненская наб., 10-мӗш ҫурт, 2-мӗш стр.) хӑвӑн сассуна пама пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин пресс-служби.
https://resbash.ru/news/natsproekty/2026-10-05/zhiteli-bashkirii-mogut-progolosovat-za-skorostnoy-internet-v-svoyom-sele-4835770