Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
13 Октября , 08:25

Пушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫ

#наци проекчĕ

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫПушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫ
Пушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра студентсен производство практикин тӑкакӗсене саплаштарма агропромышленноҫ комплексӗнче 49,5 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ҫакӑн пек пулӑшу илекенсенчен заявкӑсем йышӑнма пӑрахмасть. Укҫа-тенкӗ «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроекта кӗрекен «АПК кадрĕсем» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн пырать.

Компенсаци илес тесен темиҫе условие пӑхӑнмалла: студентсене вӗсене вӗрентессипе килӗшсе тӑракан ҫул-йӗрсемпе явӑҫтармалла; вӗренӳ программисемпе килӗшӳллӗн практика йӗркелемелле; чӑннипе тунӑ тӑкаксене ҫирӗплетмелле. Аграри аслӑ шкулӗсен студенчӗсене кирек мӗнле хатӗрленӳ ҫул-йӗрӗ те юрӑхлӑ, ытти вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсене вара — профильлӗ специальноҫсем кӑна. Компенсаци тӑкаксен 90 проценчӗ таран саплаштарать, РФ Ял хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче вӗренекенсене пырса тивет. Пушкӑртстанра вӑл Пушкӑрт патшалӑх аграри университечӗ.

ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне 27 предприяти субсиди илнӗ ӗнтӗ, вӗсем 404 студента практикӑна илнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-10-09/v-bashkirii-napravyat-49-5-mln-na-kompensatsii-za-praktikantov-apk-4840867

 

 

 

Пушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫ
Пушкӑртстанра АПК практиканчӗсемшӗн компенсаци пама 49,5 млн ярӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас