

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра «Экологи ырлӑхӗ» нацпроект шайӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «БумБатл» макулатура пухас акци малалла пырать. Хутшӑнакансем команда е харпӑр зачетра тупӑшма, ҫавӑн пекех хӑйсен регионӗн экологи рейтингне ӳстерме пултараҫҫӗ.
«Шкулсем», «Колледжсем» тата «Аслӑ шкулсем» категорисенче ҫӗнтерӳҫӗсем кӗрхи сезон пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хӑйсен регионӗнче ятлӑ вӑрман лартма пултарӗҫ. Пӗтӗмлетӳсене раштавӑн 10-мӗшӗнче тӑвӗҫ, ун хыҫҫӑн йӗркелӳ комитечӗ йывăç лартмалли лаптӑксене суйлӗ. Вӑрмана юсамалли ӗҫсене 2027 ҫулта ирттерме палӑртнӑ, «Вӑрмана упрар» проектӑн интерактивлӑ картти ҫинче ҫӗнӗ вӑрман координачӗсемпе тата ячӗпе паллӑ пулӗ.
«БумБатл» ҫамрӑк хастарсене иккӗмӗш хут тирпейлесе ҫӳп-ҫап калӑпӑшне чакарма кӑна мар, вӑрман фондне юсас ӗҫе тӳрремӗнех хутшӑнма та май парать.
Хутшӑнас тесен бумбатл.рф сайтӗнче регистрациленмелле, организацие кӑтартмалла е хӑй тӗллӗн хутшӑнни ҫинчен пӗлтермелле, макулатурӑна меллӗ йышӑну пунктне памалла, пани ҫинчен акт илсе ӑна харпӑр кабинета кĕртмелле.
Пушкӑртстан пилӗк ҫул ӗнтӗ акцие хастар хутшӑнать, малти вырӑнсем йышӑнать. Пушкӑртстан Республикин Çут ҫанталӑкпа усӑ курасси тата экологи министерствин пресс-службинче иртнӗ сезонра регион 875,7 тонна макулатура пухса пысӑк регионсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннине аса илтернӗ. Унта шкулсене, колледжсене, аслӑ шкулсене тата кашни ҫынна ҫак ҫитӗнӗве малалла тӑсма чӗннӗ, хут тирпейлеме пани вӑрмансене упранине, ҫут ҫанталӑка йывӑрлӑхран чакарнине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экологи министерствин пресс-служби.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-10-13/bumbatl-v-bashkirii-sbor-makulatury-i-shans-posadit-imennoy-les-4843268