

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин аграрисем ҫул культурисене вырма пӑрахмаҫҫӗ. Регионти хуҫалӑхсем 622 пин гектара пухса 1 млн та 54 тонна ҫу вӑрлӑхне ҫапнӑ ӗнтӗ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, отрасле техника тӗлӗшӗнчен ҫӗнетес тата «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект шайӗнче цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртес енӗпе тытӑмлӑ ӗҫленипе пысӑк кӑтартусене пурнӑҫлама май килнӗ.
Культурӑсен шутĕнче 68 пин тонна соя, 82 пин тонна йӗтӗн, 186 пин тонна рапс тата 710 пин тонна хӗвелҫаврӑнӑш пухнӑ. Ҫу культурисен вӑтам тухӑҫӗ гектартан 17 центнерпа танлашать.
ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ҫу культурисен тухӑҫӗ лайӑх пуласса палӑртнӑ — пӗр миллион тонна ытла.
Тӗп ҫул культурине — хӗвелҫаврӑнӑша — пуҫтарасси халӗ хӗрсе пырать: 370 пин гектар ҫапнӑ, ку пӗтӗм калӑпӑшӑн 76 проценчӗпе танлашать.