Çутă çул
0 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
20 Октября , 07:00

Пушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланать

#наци проекчĕ

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланатьПушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланать
Пушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Республикинче ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе усӑ курасси анлӑланать. Ку ӗҫе «Пилотсӑр авиаци системисем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.

2026 ҫулхи уй-хир ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх агродронсемпе усӑ курса 96,4 пин гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене хими препарачӗсемпе сипленӗ, 2025 ҫулхинчен тӑватӑ хута яхӑн нумайрах, ун чухне кӑтарту 25,7 пин гектарпа танлашнӑ.

Ҫавӑн пекех пилотсӑр самолетсемпе 5 пин гектар лаптӑкри ял хуҫалӑх культурисене апатлантарма тата тепӗр 350 гектар уй-хире тӗрӗслеме усӑ курнӑ.

Паян республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсен балансӗнче уй-хире тӗрӗслемелли тата ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тирпейлемелли пилотсăр 58 аппарат пур. Техника паркне агродронсемпе усӑ курса пулӑшу кӳрекен организацисем те пуянлатаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа организацисем 30 килограмм ытла çăк турттаракан сакăр йывӑр агродрон туяннӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Пушкӑртстан Республикин Промышленноҫпа энергетика министерстви.

https://contenta.info/press_releases/1427783#scroll

 

 

 

Пушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланать
Пушкӑртстанра ял хуҫалӑхӗнче пилотсӑр машинӑсемпе усӑ курасси анлӑланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас