

#наци проекчĕ
Республикӑра юлашки ҫулсенче выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илесси ҫирӗп ӳсни палӑрать тесе пӗлтерет регионти министерствӑсен кабинечӗн пресс-служби.
Пилӗк ҫул ӗҫленин пĕтĕмлетĕвĕпе регионти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илесси танлаштаруллӑ хаксемпе 2020 ҫулхи шайран 109 процентпа танлашнӑ.
Пысӑкрах динамикӑна аш-какай ҫул-йӗрӗ кӑтартать. Тавар секторӗнче чӗрӗ виҫепе выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илесси пилӗк ҫулта 21,9 процент ӳснӗ. Ӳсӗме ытларах сысна тата чӑх-чӗп ӗрчетес ӗҫ аталанӑвӗпе тивӗҫтернӗ.
— Сӗт тата аш-какай ҫул-йӗрӗсем, ахӑртнех, тата нумай ҫул регионти АПК аталанӑвӗн драйверӗ пулса юлӗҫ, - тесе шутлать ПР вице премьерĕ-ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Республикӑра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантарасси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗн тӗллевӗсем майӗпе пырать. Унӑн тӗллевӗ — производствӑн ҫирӗп ӳсӗмӗн условийӗсене туса пама технологи тивӗҫтерӗвне ӳстересси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.
https://resbash.ru/news/natsproekty/2026-10-19/v-bashkirii-vyroslo-proizvodstvo-produktsii-zhivotnovodstva-4848518