Октябрĕн 29-мĕшĕнче Каминкере историлле событи пулса иртнĕ. Ялта политика репрессийĕсенчен шар курнисене асăнса палăк лартнă.
Ял ҫыннисем инҫетри инкек-синкеке асăнса палăк уçнă - ун чухне Каминкерен 46 ытла ҫын Сталин репрессийӗсенче хӗн курнӑ. Ҫав кун тӗлне репрессиленисен ячĕсене, хăш статьясемпе айăпланине тата мĕнле айăплав пулнине çырнă рамкӑллă табличкăсем тунӑ. Вӗсенчен 11 репрессиленине - чи хаяр наказани мери йышăннă... Персе вĕлернĕ...
Вӗсем пирӗн историн хурлăхлă страницисем, хамăр халӑха хирӗҫ тискер преступленисем. Чи малтан, ҫак списоксене вуланӑ чух, персе пӑрахнисен е лагерьсене ӑсатнисен хушшинче ытларахăшĕ ахаль колхозниксем, ӗҫ ҫыннисем, час-часах сахал вӗреннӗ ҫынсем пулни тӗлӗнтерет. Митингра хуйхӑ-суйхӑпа хурлӑх сӑмахӗсем каланӑ, вӗсене асăнса пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ.
Палăка уçнă çĕре район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов, культура, ҫамрӑксен политикин, спорт пайӗн начальникӗ Елена Арефьева, музей пӗрлешӗвӗн директорӗ Роза Ивановна, Пишпÿлек округĕн благочиннăйĕ Владимир Егармин иерей хутшӑннă.
Ялта пурăнакансем чечек çыххи тата 46 гвоздика хунă, айăпсăрах шар курнисен кашнин ырă ятне тавăрнине палăртнă.
Каминке ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнÿкерчĕкĕсем:Каминке ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.