Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ

Ĕнер каçхине пишпÿлексем акцие хутшанчĕç.

Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ
Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ

 

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнине асӑнса кашни ҫулах пӗтӗм тӗнчери "Асăну çурти" акци ирттереҫҫӗ. Ĕнер каçхине пишпÿлексем ку акцие хутшанчĕç. Ҫӗнтерӳ паркӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пусне хунисен палӑкĕ патӗнче митинг пулчӗ. Акцие хутшӑнакансем умĕнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Данилов, районти ҫар ĕç комиссарӗ Салават Абдуллин, ветерансен районти канашӗн председателӗ Рафаэль Ибраев тухса калаҫрӗҫ. Тухса калаҫакансем шӑпах пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесене, ҫӗршыва фашистла захватчиксенчен хӳтӗлекенсене пула эпир мирлӗ тӳпе айӗнче пурӑннине палӑртрӗҫ. Акцие хутшӑнакансем Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑчӗҫ, палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ.

Ирина ФОМИНА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ирина ФОМИНА.

Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ
Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ
Палӑк умне чечексем хучӗҫ, асӑну ҫуртисене ҫутрӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: