Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Никам та, нимĕн те манăçман
29 Сентябрӗн 2023, 11:57

Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă

ППМИ проекчӗ шайӗнче халӑх вӑйӗпе тунӑ мемориал пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пурте мӑнаҫланмалли, пуҫ таймалли вырӑн пуласса шанас килет.

Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă

Çирĕклĕре Аслӑ Отечественнăй 1941-1945 çулсенчи вӑрҫине хутшӑнакансене асăнса çĕнетнĕ мемориалне уҫнӑ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пуçне хунă тата Çĕнтерÿпе таврӑннӑ воинӗсен палăкне ҫӗнетесси - Çирĕклĕ ялӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ событисенчен пӗри. Шӑпах кӑҫал, Кӗҫӗн тӑван çӗршывшӑн ырӑ ӗҫсен çулӗсенче, ППМИ программипе мемориала лартни пӗлтерӗшлӗ.
Уçнă паллӑ церемоние Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, район администрацийӗн пуçлăхĕн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов, Пишпÿлек районӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Рафаэль Минибаевич Ибраев тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович асӑннӑ событи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин воинӗсене ҫав тери хисепленине палӑртнӑ.
Чаплӑ мемориала тата парка тума хутшӑннисене пурне те Совет Союзӗн Геройӗн Павел Ефимович Васильевӑн тӑванӗсем (мӑнукӗ Павел Викторович Бойко, Лилия Павловна Васильева) ӑшшӑн та чӗререн тав тунă.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене халалласа пӗр минут шӑп тăнă. Ял ҫыннисем мемориал патне кӑшӑлсемпе чĕрĕ чечексем хунă.
Малалла митинга хутшӑнакансем валли Çирĕклĕри Культура çурчĕн "Родничок" коллективӗн тата кӳршӗ ялĕнчи Культура ҫурчӗн "Çăлкуҫ юрри" вокал коллективӗн юррисем янӑранă.
ППМИ проекчӗ шайӗнче халӑх вӑйӗпе тунӑ мемориал пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пурте мӑнаҫланмалли, пуҫ таймалли вырӑн пуласса шанас килет.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Çирĕклĕре çĕнетнĕ мемориал уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: