

Июнӗн 22-мӗшӗ, 1941 ҫул. Историри синкерлӗ асӑну кунӗ. Шӑпах ҫав кун, 85 ҫул каялла Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ, вӑл пирӗн ҫӗршывшӑн хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Миллионшар арканнӑ шăпа, миллионшар вилнӗ ҫын, тавӑрма ҫук ҫухатусем.
Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Пишпӳлекре чаплӑ митинг пулнă. Ӗмӗрхи вут умне пухӑнса унта хутшӑнакансем вӑрҫӑ ҫулӗсенче киле таврӑнманнисене, паттӑрла пуҫне хунисене, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн хӑйсене шеллеменнисене пурне те асӑннă. Район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак асаилӳ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине палӑртнă. Ҫавӑн пекех вӑл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи нумай асап кӳнӗ пулин те, вӑл пирӗн халӑхшӑн чĕнÿ, ҫӗнтерме пултарнӑ йывӑрлӑх пулса тӑнине палӑртнă. Ҫакна асра тытни пире вӑйлӑрах та пӗр шухӑшлӑ тӑвать, ҫакӑ халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ чухне уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.