

Июнӗн 22-мӗшӗнче оперативлӑ канашлура Радий Хабиров Псков облаҫӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ҫар сейфне тупни ҫинчен каласа панă. Шалта Пушкӑртстанри шыравҫӑсем ытти регионти ӗҫтешӗсемпе пӗрле тупнӑ хӑйне евӗрлӗ документсемпе ялав иккен. Вӗсем Пушкӑрт АССРĕнче йӗркеленнӗ, 170-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1941 ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче фронта ӑсатнӑ ҫапӑҫусен вырӑнӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Тупрана Невель округӗнчи Сомино ялӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнерех тупнӑ. Сейфра 210-мӗш уйрӑм ҫыхӑну батальонӗн делопроизводствин пин ытла страници, ҫырусем, ҫар литератури тата ялав упраннӑ.
Регион пуҫлӑхӗ ку пулӑм хӑй тӗллӗнех тӗлӗнтермӗш пулнине палӑртнă, шурлӑхсенче выртнӑ документсем ҫав тери лайӑх упранса юлнӑ-ҫке, вӗсене вулама пулать. Материалсене тӗплӗ тӗпчемеллине, ҫар историйӗн паллӑ мар страницисене уҫмаллине хушса каланӑ вӑл.
Пӗтӗм Раҫҫейри информаципе шырав центрӗн специалисчӗсем пуҫламӑш консерваци ирттернӗ ӗнтӗ, кашни листана уҫса цифрӑланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра пур тупрана та Пушкӑртстан архив ӗҫӗсен управленине малалла тӗпчеме парӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru сайтран.