Çутă çул
+12 °С
Облачно

Путин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă

#владимирпутин

Путин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунăПутин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă
Путин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă

#владимирпутин

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин июнӗн 22-мӗшӗнче Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă.

Хисеплӗ хурал ротин салтакӗсем хурлӑхлӑ марш каланă май ӗмӗрхи вут умне хӗрлӗ розӑсенчен тунӑ чечек кӑшӑлӗ тата гвоздикӑсем вырнаҫтарнă Президент чечек кӑшӑлӗ умӗнче чӗркуҫленнӗ те хӑюсене тӳрлетнӗ. Ҫавӑн пекех патшалӑх пуҫлӑхӗ герой-хуласен, çав шутра Киевпа Одессӑн, тумбисем ҫине чечексем хунӑ.

Асӑнупа хурлӑх кунне июнӗн 22-мӗшӗнче — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун паллӑ тӑваҫҫӗ. 2026 ҫулта нацистла Германи Совет Союзне тапӑннӑранпа 85 ҫул ҫитет. Куна Раҫҫейӗн асӑну кунӗсен календарьне 2007 ҫулхи саккунпа кӗртнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media.

https://iz.ru/2119727/2026-06-22/putin-v-den-pamiati-i-skorbi-vozlozhil-venok-k-mogile-neizvestnogo-soldata

 

 

Путин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă
Путин Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗ хунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас