Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Октябрӗн 2021, 14:09

Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ

Граждансем тăратакан требованисене ăнланса йышăнаççĕ, вĕсене çирĕп пăхăнаççĕ.  

Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ

Граждансем тăратакан требованисене ăнланса йышăнаççĕ, вĕсене çирĕп пăхăнаççĕ.

Район администраци пуҫлӑхӗн экономика, инвестицисем тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Айрат Муратшин, экономикӑпа предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен пайӑн тӗп специалисчӗ Ирина Данилова, аслӑ участок уполномоченнăйĕ, полици капитанӗ Олег Хафизов, аслӑ участоковăй, полици лейтенанчӗ Айваз Гафурбаев рейд мероприятийӗнче "Олимп" суту-илӳ центрне, "Тэра" апат-ҫимӗҫ гипермаркетне, коворкинг-центрне (Çĕнтерÿ урамĕ, 6 адресӗпе) ҫитсе курчӗҫ, "Эксперт", "Пятерочка", "Монетка", "Магнит", "Универсал» лавккасенче, "Галактика" тумтир лавккинче, "Теремок" тата "Мир вкуса" кафесенче, ҫавӑн пекех парикмахерскисенче пулчĕç.

Рейд вӑхӑтӗнче ПР территорийӗнче "Хатӗрлӗхе ÿстересси" режима кӗртесси ҫинчен калакан Указа улшӑнусем кӗртнине тӗрӗсленӗ. Ҫӗнӗ редакципе килӗшӳллӗн, уйрӑм харпӑрлӑхӗнчи музейсене, суту-илӳ центрӗсене, курав залӗсене тата библиотекӑсене, ҫавӑн пекех хула ҫывӑхӗнчи автобуссемпе хула ҫумӗнчи "Орлан" поездсене пырса ҫӳренӗ чухне COVID-19 хирĕç вакцинаци тунине çирĕплетекен сертификата е ултӑ уйӑх хушшинче коронавирус ерекен инфекципе чирлесе ирттерни ҫинчен калакан справкӑна кăтартмалла. Театрсене, кинотеатрсене, концерт залӗсене, ҫуртсене (дворецсене) пырса ҫӳренӗ чухне япӑх ПЦР-тест ҫинчен калакан справкӑпа усӑ курма май ҫук.

Пишпÿлекри суту-илӳ точкисенче ҫынсен температурине, маска тата справкӑсем пуррине тӗрӗслекен постсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗрӗслев кӑтартса панӑ тӑрӑх, Пишпÿлек ҫыннисем санитарипе эпидемиологи требованийӗсене тытса тӑраҫҫӗ тата суту-илӳ центрӗсенче медицина маскисемпе çÿреҫҫӗ. Рейда хутшӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, предпринимательсем кĕртнĕ требованисене пăхăннине кăтартса пачĕ.

— Режимӑн мĕнпур требованийӗсене те пирӗн сотрудниксемпе хӑнасем пăхăнаççĕ. Справкӑна е QR-кода телефон урлӑ тĕрĕслетпĕр, малалла термометрие тӗрӗслетпӗр, аллисене дезинфекцилетпĕр. Даннӑйсене ятарлӑ журнала ҫыратпӑр. Кашни икӗ сехетрен пӳлӗме дезинфикацилетпӗр, ирттермелли вӑхӑт та журнала кӗрет. Пӗрле ӗҫлекенсем пурте вакцинаци иртнӗ, санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнаҫҫӗ, — каласа пачĕ «Мир вкуса» кафе администраторĕ Наиля Файзуллина.

Суту-илӳ объекчӗсем тӑрӑх рейдсем чикĕ мерисене пĕтĕмпе пăрахăçличчен малалла тӑсӑлӗҫ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекре куллен рейдсем пыраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: