Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Мартӑн 2022, 11:09

Раҫҫейре ҫӗршывӑн кӑнтӑр еннелле вĕçессине апрелӗн 1-мӗшĕччен тӑснӑ

Раҫҫейӗн ытти аэропорчӗсем, ҫав шутра пӗтӗм тӗнчери аэропорчӗсем те яланхи режимра ӗҫлеҫҫӗ.

Раҫҫейре ҫӗршывӑн кӑнтӑр еннелле вĕçессине апрелӗн 1-мӗшĕччен тӑснӑ
Раҫҫейре ҫӗршывӑн кӑнтӑр еннелле вĕçессине апрелӗн 1-мӗшĕччен тӑснӑ

Раҫҫей аэропорчӗсене Раҫҫейӗн кӑнтӑр тата вӑтаҫӗр пайӗсенче вӗҫмелли вӑхӑтлӑх чикӗсен режимне апрелĕн 1-мӗшĕччен тӑснӑ, пӗлтернӗ ведомствӑра.
Сӑмахран, вӗҫевсене хальлӗхе Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Ростов-на-Дону, Симферополь тата Элиста хулисен аэропорчĕсене чарнӑ-ха.
Раҫҫей авиакомпанийӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пассажирсене турттарас ӗҫе йӗркелеме Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь тата Мускав аэропорчĕсемпе усӑ курса пассажирсене турттарас ӗҫе йӗркелеме сӗннӗ.
Раҫҫейӗн ытти аэропорчӗсем, ҫав шутра пӗтӗм тӗнчери аэропорчӗсем те яланхи режимра ӗҫлеҫҫӗ. Аэропортсемпе авиакомпанисен расписанийӗнче тунӑ улшӑнусем ҫинчен аэропортсемпе авиакомпанисен официаллӑ сайчӗсенче, ҫав шутра социаллӑ сетьсенче те, тӗрӗслесе пӑхса пулать.
"МГ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: countryscanner.ru

Раҫҫейре ҫӗршывӑн кӑнтӑр еннелле вĕçессине апрелӗн 1-мӗшĕччен тӑснӑ
Раҫҫейре ҫӗршывӑн кӑнтӑр еннелле вĕçессине апрелӗн 1-мӗшĕччен тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: