Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Июнӗн 2022, 21:23

Санкт-Петербургра "Пысӑк Урал" регионсен хушшинчи проекта алӑ пуснӑ

Кун пирки "Башинформ" пӗлтерет.

Санкт-Петербургра "Пысӑк Урал" регионсен хушшинчи проекта алӑ пуснӑ
Санкт-Петербургра "Пысӑк Урал" регионсен хушшинчи проекта алӑ пуснӑ

Килӗштерсе ӗҫлени ҫинчен калакан килӗшӗве Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, федераци туризмӗ енӗпе ӗҫлекен агентствин ертӳҫи Зарина Догузова тата Раҫҫейри тӑватӑ регион ертӳҫисем алӑ пуснӑ.
"Пысӑк Урал" - Уралти пилӗк регион: Пермь крайӗ, Свердловск, Тюмень тата Челябинск облаҫӗсем регионсен хушшинчи туризм проекчӗ. Проекта июнĕн 17-мӗшӗнче Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн площадкинче алӑ пуснӑ.
"Пысӑк Урал" проекта пурнӑҫланӑ май туристсен ҫӗнӗ объекчӗсене ҫеҫ мар, ҫулсене те, коммуникацисене те тӑвӗҫ. Кун пирки "Башинформ" пӗлтерет.
"МГ" информацийĕпе.

Санкт-Петербургра "Пысӑк Урал" регионсен хушшинчи проекта алӑ пуснӑ
Санкт-Петербургра "Пысӑк Урал" регионсен хушшинчи проекта алӑ пуснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: