Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Июлӗн 2022, 17:10

20 000 яхӑн ҫын онлайн форматӗнчи "iВолга" ПФО ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ

Кӑмӑл тӑвакансем халь те форума хутшӑнса, куракансем пулма пултараççĕ.

20 000 яхӑн ҫын онлайн форматӗнчи "iВолга" ПФО ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ
20 000 яхӑн ҫын онлайн форматӗнчи "iВолга" ПФО ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ

"iВолга" ӗҫне пуҫланӑранпа 20 000 ҫын онлайн - ПФО Ҫамрӑксен вӗренӳ тата культура программин кураканĕсем пулса тӑнă. Форума уҫнӑ чаплӑ церемонин тӳрӗ трансляци вара 200 000 ытла просмотр пухнӑ.
Кӑмӑл тӑвакансем халь те форума хутшӑнса, куракансем пулма пултараççĕ. Ҫакна тума 2022 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗччен официаллӑ сайтра регистрациленмелле, "Регистраци" кнопкӑна пусмалла тата кӗске формӑна тултармалла. Регистрациленӗ хыҫҫӑн тӳрӗ эфирсене куракансен кабинетӗнче курма пулать.
Кӑҫал юбилейлă "iВолга" форума хутшӑнакансене тулăх та интереслӗ вӗренӳ тата культурӑпа кану программисем кӗтеççĕ.
"Офлайнпа онлайн режимӗсем форума тулти тӗнчепе ҫыхӑнтарма тата фестиваль уҫланкинчен тухма, ирӗклӗн сӳтсе явма мастер-классен, панель дискуссисен форматӗнче тата экспертсемпе тӗл пулма ирӗк парӗҫ", - каласа панă организацилекен служба ертӳҫи Алевтина Бухнер.


"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "iВолга" ПФО Ҫамрӑксен форумӗн пресс-служби.

20 000 яхӑн ҫын онлайн форматӗнчи "iВолга" ПФО ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ
20 000 яхӑн ҫын онлайн форматӗнчи "iВолга" ПФО ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: