Çутă çул
+20 °С
Облачно
Новости
18 Марта 2023, 13:15

Пушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑ

Мартăн 18 - мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 2-мӗшӗччен "Культура шкул ачисем валли" проект шайӗнче Крымпа Раҫҫей пӗрлешнĕ куна халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри "Крым историйӗсем" акци иртет.

Пушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑПушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑ
Пушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑ

Мартăн 18 - мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 2-мӗшӗччен "Культура шкул ачисем валли" проект шайӗнче Крымпа Раҫҫей пӗрлешнĕ куна халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри "Крым историйӗсем" акци иртет.

Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Раççейпе Крым пӗрлештернĕ куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун 2014 ҫулта Раҫҫей ҫыннисем юратакан ҫурутрав, вырӑссен аслӑ писателӗсемпе поэчӗсен сӑввисемпе прозисенче илемленнӗскер – киле - Раççее таврӑннӑ.

Паян пӗтӗм ҫӗршывӗпе "Крым историйӗсем" акци стартланӑ, ӑна пӗлӳпе интерактивлӑ блок ҫине пайланӑ.

Пуш уйӑхӗн 18 - мӗшӗнчен пуҫласа ака уйăхĕн 2-мӗшӗччен шкул ачисем виҫӗ енлӗ пултарулӑхне кӑтартма пултарӗҫ: Крымри культура паллӑ вырӑнӗсене кайса килни ҫинчен калав ҫырма, ҫурутрав ҫинчен ҫырнӑ сӑвва вулама е Крым пейзажӗпе ӳкерчӗк тума пултарӗҫ.

Ӗҫсене "ВКонтакте" социаллӑ сетьре  #крымкдш хештегпа пичетлемелле. Жюри чи лайӑх 30 ӗҫ суйласа илет. Ҫӗнтерӳҫӗсем "Шкул ачисем валли культура" проектран парнесем илӗҫ.

Ҫавӑн пекех паян "Крым эрнисем КХШ-ра" стартларӗҫ: "Культурадляшкольников.РФ" порталӗнче тата "ВКонтакте" соцсетьре видеороликсен презентацийӗ пулать, унта ҫӗршыври паллӑ актерсем шкул ачисем валли Крым ҫинчен ҫырнӑ аслӑ вырӑс поэчӗсен сӑввисене вулӗҫ. "Крым пейзажӗ" мастер-класс, "пастель" техникинче пурнӑҫланӑскер, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Леонид Алексеевич Малафеевский ирттерет. "ВКонтакте" соцсетьре шкул ачисем валли Крым Республики ҫинчен пӗлтерекен постсемпе викторинӑсем хатӗрленĕ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-18/v-bashkirii-startovala-aktsiya-krymskie-istorii-3182114

 

Пушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑ
Пушкăртстанра "Крым историйӗсем" акци стартланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас