

Патшалăх пулăшăвĕ Федераци программипе аслӑ шкулсемпе наукӑпа педагогика организацийӗсен ҫамрӑк сотрудникӗсем усӑ курма пултараççĕ. Вӗсем патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификатне илме пултараҫҫӗ. Ҫакна тума специалист тивӗҫ: наукӑсен кандидачӗ 35 ҫултан аслӑрах е наукӑсен докторӗ 40 ҫултан аслӑрах пулмалла; наука сотрудникӗ пилӗк ҫултан кая мар ӗҫлемелле.
Сертификат мӗнле илмелле? Наука е вӗренӳ организацийӗ ученӑя социаллӑ тӳлев илме кирлӗ тесе йышӑнмалла. Ҫакӑн валли унӑн ӗҫ вырӑнӗнчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр комиссине документсен пакечӗпе заявлени памалла. Ҫамрӑк ученӑя социаллӑ тӳлев илме пӗр хут ҫеҫ ирӗк параҫҫӗ. Алгоритм кунта: https://minobrnauki.gov.ru/action/jhpolitika/algorithm/
Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанра ҫамрӑк ученӑйсен грант пулӑшӑвӗ пырать. Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн 01.09.2022 УГ-616 номерлĕ указӗпе грант 200 млн тенкӗлӗх йӗркеленӗ. Наука сотрудникӗ грант наукӑпа вӗренӳ стажировки иртме тата (е) хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарать.
Пӗлтӗр ултӑ университетӑн 325 наукӑпа педагогика работникӗсен конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх (УУНиТ, УГНТУ, БГМУ, БГАУ, БГПУ, УГИИ) субсиди илнӗ, ҫав шутра 81 ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма укҫа илнӗ.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-19/kak-molodym-uchenym-poluchit-zhilie-3304978