#владимирпутин
Майӑн 7-мӗшӗнче Путин официаллӑ майпа Раҫҫей Президенчӗн должноҫне йышăнать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин присяга илсе патшалӑх пуҫлӑхӗн должноҫне официаллӑ майпа кӗрет – ытларикун унӑн инаугурацийӗн церемонийӗ пулать.
Путин ҫитес ултӑ ҫул - 2030 ҫулччен - ҫӗршыва ертсе пырӗ.
Кремль пӗтӗмӗшле инаугураци церемонийӗпе пыма шутлать – ку вӑл самаях лайӑх ҫырнӑ стандартлӑ процедура, - тенӗ президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков. Анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, паллӑ нюанссем те пулаҫҫӗ.
Церемоние тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Мероприяти кӑнтӑрла тӗлнелле пуҫланать, ӑна Раҫҫейри малта пыракан телеканалсемпе радиостанцисем ҫутатӗҫ. Вещани сеткипе килӗшӳллӗн, телеканалсене малтан эфирлӑ вӑхӑтӑн пӗр сехетне трансляци ҫине хураҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73850/photos/75672
https://ria.ru/20240507/putin-1944268901.html
материалĕсем тӑрӑх.