Ирхи "Салям" шоу эфирӗнче БСТ каналӗнче хаçат çырăнакансен хушшинче йӑлана кӗнӗ вӑйӑ пулса иртнӗ. «Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗ мотоблок, морозилка-ларь, робот-пылесос, ноутбук, телевизор вылятнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче икӗ аургазинец пулнă! Тӗп приз — мотоблок, Толбазăра пурăнакан Валерий Алексеева лекнĕ, Мурадымовăра пурăнакан Факиль Дильмухаметова морозилка-ларь лекнӗ.
Валерий Алексеев "Аургазинский вестник" хаҫат редакцийӗнче 40 ҫула яхӑн фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. Паян вӑл тивӗҫлӗ канура. Вӑл творчествӑллӑ ҫын пек паллӑ — тӑван ҫӗр, юрату, ҫутҫанталӑк илемӗ ҫинчен лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырать. Унӑн сӑввисем чӑваш поэчӗсен сӑввисен пуххине кӗнӗ.
Валерий Евдокимович 2024 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫула – "Урал сасси" наци кӑларӑмне тата тӑван "Аургазинский вестник" кӑларӑма çырăннă. "Республика Башкортостан" издательство ҫуртӗнчен пысӑк ҫӗнтерӳ уншӑн кӗтмен ҫӗртен килсе тухнă.
Факиль Дильмухаметов — ял хуҫалӑх ветеранӗ, нумай ҫул хушши "Урал" СПКна ертсе пынӑ тата хӑйне шанса панӑ ял хуҫалӑх предприятине районти чи лайӑххисенчен пӗрне кăларнă. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать, ентешсене пулӑшать, историпе таврапӗлӳпе, йӑх-несĕл шежерӗпе кӑсӑкланать. Факиль Вакилович "Аургазинский вестник", ҫавӑн пекех "Йәшлек" тата «Әс-сәләм» наци кӑларӑмӗсем çырăннă.
Телейлӗ ҫынсем патне "Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗн кулленхи пичетне сарас пайӗн ертӳҫин заместителӗ Клара Ахиярова килнĕ те парнесем панӑ.
Аса илтеретпӗр, вӑййа кашни ҫур ҫул, кашни хаçат çырăнмалли кампанире ирттереҫҫӗ. Хутшӑнма "Республика Башкортостан" издательство ҫуртне кӗрекен республика (район е хула) икӗ кӑларӑмне ҫулталӑка е ҫур ҫула çырăнмалла.