#владимирпутин
Автомобиль номерӗсене пытармалли механизмсемпе усӑ курнӑшӑн Раҫҫейре водительсене правӑсӑр тӑратса хӑварӗҫ. Кун пирки саккуна Владимир Путин президент алӑ пуснӑ, документа право акчӗсен порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Номера вулама май паман хатӗрсемпе усӑ курнӑшӑн прибора конфискацилеççĕ тата ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хăварма палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех номерсӗр транспорта тепӗр хут тытса пынӑшӑн е пытарса усракан материалсемпе усӑ курнӑшӑн правӑна туртса илеҫҫӗ.
Федераци саккунӗ ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет.
Маларах водительсен номерӗсене пытарнӑшӑн е юриех улӑштарнӑшӑн пӗр уйӑхран пуҫласа виҫӗ уйӑха ҫитиччен вӑхӑтлӑх правасӑр хӑварнӑ.