Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Ноябрӗн , 10:27

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ӗҫтешсене Çӗнӗ ҫула мĕнле уявламалли пирки каланă

ЦУРти Пушкӑрт правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленес ыйтӑва та хускатнă.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ӗҫтешсене Çӗнӗ ҫула мĕнле уявламалли пирки каланă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ӗҫтешсене Çӗнӗ ҫула мĕнле уявламалли пирки каланă

ЦУРти Пушкӑрт правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленес ыйтӑва та хускатнă. Чи малтан республика Пуҫлӑхӗ чиновниксене, ятарлă çар операцийĕ иртнĕ тапхӑрта, корпоративсем ирттермессе, вӗсене лайӑх вӑхӑтчен хӑварма сӗннӗ.

Ҫав хушӑрах Радий Хабиров ачасемпе ҫемьесемшӗн чӑн-чӑн праҫник тумалла тесе палӑртнӑ: епле пулсан та, утренниксем йӗркелемелле, тӗп чӑрӑшсем патӗнче пӑрлӑ хуласем тумалла, ҫитменнине тата "пӗлтӗрхи пек, Ҫӗнӗ ҫул кунĕ тӗлне" мар, вӑхӑтлă тумалла. Чӑрмавсен пӗртен-пӗр хисеплӗ сӑлтавӗ — ӑшӑ ҫанталӑк", — тенӗ вӑл.

Тепӗр канашлӑва республика Пуҫлӑхӗ Пурӑнмалли ҫурт-йӗр коммуналлӑ хуçалăх тата Культура министерствисене Çӗнӗ ҫул событийӗсемпе мероприятийӗсем тӑрӑх материалсем хатӗрлеме хушнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-11-05/glava-bashkirii-rekomendoval-kollegam-prazdnovat-novyy-god-bez-izlishestv-3996718

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ӗҫтешсене Çӗнӗ ҫула мĕнле уявламалли пирки каланă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ӗҫтешсене Çӗнӗ ҫула мĕнле уявламалли пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: