Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Апрелӗн , 14:23

Радий Хабиров Раҫҫей президенчӗ тав тунине тивĕç пулнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра строительство отрасльне аталантарнӑшӑн президент тав тунине тивӗҫ пулнă.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра строительство отрасльне аталантарнӑшӑн президент тав тунине тивӗҫ пулнă.
Наградӑна Уфара Патшалӑх пуҫлӑхӗн Атӑлҫи федераллӑ округри полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров панă.
Республика РФ ҫурт-йӗр строительствипе 2018 ҫултанпа малта пырать. Пушкӑртстан ҫулсерен ҫак кӑтартупа малта пыракансен йышӗнче. 2019 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен республикӑра 17,5 миллион тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута янӑ.
Пӗлтӗр «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» ҫӗнӗ нацпроектпа республикӑра 3 млн тӑваткал метр ытла панӑ. Ҫакӑ республикӑна лидерсен шутӗнче юлма май панӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ президенчӗн ПФОри полпречӗн пресс-служби.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-04-02/radiy-habirov-udostoen-blagodarnosti-prezidenta-rossii-4637253

Автор: Ирина Фомина
Читайте нас