

#владимирпутин
Металлургсем Раҫҫейӗн оборонӑпа промышленноҫ вӑй-хӑватне ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Кун пирки утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин Металлург кунӗпе саламланӑ чухне пӗлтернӗ.
«Хӑйсен производство ҫӗнтерӗвӗсемпе тата пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсемпе вӗсем регионсен индустри аталанӑвне, ҫӗршывӑн оборонӑпа промышленноҫ, энергетика вӑй-хӑватне ӳстерес, инфратытӑмӑн пысӑк проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ», — тенӗ Кремль сайтӗнчи саламлӑ телеграммӑра.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, металлург профессийӗ нумай ҫул тăршшĕ пыракан йӑла-йӗркесем, рабочи династисем, юлташла пӗрлӗх тата пӗр-пӗрне пулӑшасси ҫине таянать. Отрасль предприятийӗсенче пысӑк квалификациллӗ специалистсем яланах вӑй хунине палӑртнă вӑл. Путин металлургсен хальхи ӑрӑвӗ тулашри чарусене пӑхмасӑр хӑйсен умӗнхи ҫынсен ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑснине палӑртнă. Путин ҫавӑн пекех квалификациллӗ кадрсем хатӗрлесси тата металлурги отраслӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем валли соцгарантисем тивӗҫтересси пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӑл металлургсем Раҫҫей ырлӑхӗшӗн лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласса шаннине пӗлтернӗ.
https://iz.ru/2135075/putin-otmetil-vklad-metallurgov-v-ukreplenie-oboronnogo-potentciala-rossii-izi