

Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов тата «Защитники Отечества» фонд филиалӗн ертӳҫи Гульнур Кульсарина Пишпÿлекри икӗ волонтер штабне – «Надежный тыл» тата «Изгелека» – ҫитсе курнӑ. Ҫак тӗлпулусенче хутшӑнакансем ятарлă çар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли ӗҫсем, кӑтартусемпе ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа панă. Ҫак штабсенче ирттерекен ӗҫ калӑпӑшӗ питӗ пысӑк, ҫавӑнпа Гульнур Галинуровна волонтерсене пӗтӗм чӗререн тав тунă, вӗсем ҫав тери кирлӗ ӗҫе ӑнӑҫлӑ малалла тӑсасса шаннине пӗлтернӗ. Икӗ штаба ҫеҫ ҫитсе курма май килнӗ, анчах Гульнур Кульсарина ҫитес килӳсенче пирӗн ытти волонтерсемпе те тӗл пулма шантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/id66187787