Пушкăрт статистикĕсем пурăнмалли çурт-йĕр хакӗсен черетлӗ ӳсӗмне сӑнласа панӑ.
Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта иккӗмӗш рынокра пурӑнмалли çурт-йĕрĕн пӗр тӑваткал метрĕ вӑтамран 64,9 пин тенке ҫитнӗ. Ку 2020 ҫул вӗҫӗнчинчен 4,4 процент ытларах.
Пушкӑртстанри «первичка» хакӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 4,3 процент чухлӗ ӳсӗм кӑтартнӑ. Сӑмахран, пӗрремӗш рынокри пурӑнмалли пӗр «тӑваткал» ҫурт хакĕ 2021 ҫулхи иккӗмӗш кварталта 73,8 пин тенкӗ шутланнӑ.
Маларах «Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи январь-июньте регионти пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ямалли калӑпӑш чӗрӗкрен те ытларах е 125,7 процент ытла ӳснӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ».