Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Августӑн 2021, 16:27

Пушкӑртстанра хăш районта тин çуралнă ачасем пуринчен ытларах вилни паллă

Максим Забелин 22 муниципалитетра тин ҫуралнӑ ача вилнине регистрациленменнине палӑртнă.  

Пӗтӗмӗшле илсен, регионти кӑкӑр ачисен хушшинче вилеслӗх кӑтартӑвӗсем пӗрремӗш ҫур ҫул хушшинче 5,8% танлашаҫҫӗ, 2020 ҫулхи çак тапхăртинчен 3,3% сахалрах.

Пушкӑртстан сывлӑх сыхлав министрӗ Максим Забелин регион правительствин ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, чи япӑх лару-тӑру Калтасă (45,5%), Караидель (45,4%), Дуван (31,3%), Мечетлĕ (22%) тата Бакалă (19,8%) районӗсенче.

Пӗтӗмӗшле регион тӑрӑх пӗрремӗш ҫур ҫул хушшинче 119 ача пӗр ҫулччен (пӗлтӗрхи çак тапхӑрта 122) вилнӗ.

Максим Забелин 22 муниципалитетра тин ҫуралнӑ ача вилнине регистрациленменнине палӑртнă.

«МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра хăш районта тин çуралнă ачасем пуринчен ытларах вилни паллă
Пушкӑртстанра хăш районта тин çуралнă ачасем пуринчен ытларах вилни паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: