+2 °С
Юр
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Коневски мăнастырьте пулчӗ. Храм комплексӗ Ладога кӳллинче вырнаҫнӑ, пӗлтерет «Известия» телеканал.
XIX ӗмӗрте сӑваплӑ ҫурта туса лартнӑ. 2016 ҫулта Президент мӑнастире ҫӳренӗ ӗнтӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ чиркӳсене те, скитсене те ҫӗнӗрен юсама хушнӑ. Реставраци ӗҫӗсем тӑватӑ ҫул каялла пуҫланнӑ.
«Известия» информацийĕпе.