Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Августӑн 2021, 09:30

Пушкăртстанра аномаллĕ шăрăх çанталăк хăçанччен пырасси паллă

Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра августӑн 6-мӗшӗнче сивӗрех пулать.  

Паян августӑн 4-мӗшӗнче, сывлӑш температури +38° градус таран ҫӗкленет. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вара, августӑн 5-мӗшпе 6-мӗшӗсенче, кӑштах сулхăнрах пулать — +25,+30°, мӗншӗн тесен Пушкăртстан территорине сивӗ атмосфера фрончӗсем хускалма пуҫлаҫҫӗ.

Республикӑри сывлӑш температури кӑшт чакас умӗн ҫумӑр пулать. Метеорологсем вӑйлӑ ҫил пуласса асăрхаттараççĕ.

Башгидромет информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: potokmedia.ru

Пушкăртстанра аномаллĕ шăрăх çанталăк хăçанччен пырасси паллă
Пушкăртстанра аномаллĕ шăрăх çанталăк хăçанччен пырасси паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: