Çутă çул
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
5 Августӑн 2021, 10:44

Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл çурт тăррисене илсе кайнă

Августӑн 4-мӗшӗнче Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл райцентра пысăк сиен кӳнӗ.  

Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл çурт тăррисене илсе кайнă
Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл çурт тăррисене илсе кайнă

Августӑн 4-мӗшӗнче Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл райцентра пысăк сиен кӳнӗ.

Урамсем йӑванса кайнӑ йывӑҫсемпе тăкăлса ларнă, çурт тăррине витне калайсем вӗҫсе кайнă, электропередача линийӗсем татăлнă. Çутçанталăк инкекĕ уйрӑм секторта вуншар пурӑнмалли ҫурт-йӗре, вĕренÿ учрежденийӗсене, парка, суту-илӳ объекчӗсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗре сиен кӳнӗ. Халӑх хушшинче суранланнисем ҫук.

Район администрацийӗнче ҫур ҫӗр тӗлнелле электричество районти хӑш-пӗр вырӑнсене юсаса ҫӗнетни ҫинчен, çул çинчен ҫурт тӑрринчен ÿкнĕ калайпа хăмана пуҫтарни ҫинчен пӗлтернӗ.

Уфа районӗнче августӑн 4-мӗшӗнче ҫил Булгаковăри «Магнит» магазин тӑррине сиен кӳнӗ. Шар курнисем те, вилнисем те ҫук. Пӳрт тӑррисенчен пӗр пайӗ Р-240 трассӑн ҫул ҫине ӳкнӗ, ун тӑрӑх транспорт ҫӳреме чарăнман.

Пӳрт тӑррине илсе кайнăран икӗ автомобиль шар курнӑ. Лару-тӑрăва Пушкӑрт МЧС тӗрӗслесе тăрать. Пурнӑҫшăн тата сывлӑхшăн хӑрушлăх ҫук.

 «МГ» информацийĕпе.

Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл çурт тăррисене илсе кайнă
Чекмагуш районӗнче ҫил-тӑвӑл çурт тăррисене илсе кайнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: