Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Августӑн 2021, 09:19

Владимир Путин паян Пушкăртстанра пулать

#владимирпутин Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин эрнекун, августӑн 6-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Республикинче тата Челябинск облаҫне ĕçлĕ çулçÿревре пулать. Кун пирки августӑн 5-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.

Владимир Путин паян Пушкăртстанра пулать
Владимир Путин паян Пушкăртстанра пулать

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин эрнекун, августӑн 6-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Республикинче тата Челябинск облаҫне ĕçлĕ çулçÿревре пулать. Кун пирки августӑн 5-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.

Раҫҫей лидерӗ Челябинск облаҫӗнчи ҫутҫанталӑк пушарӗсене пула шар курнӑ районсене пӑхса тухма шутлать, унтан ҫутҫанталӑк инкекне пӗтерес ыйтусемпе канашлусем ирттерет.

Ҫавӑн пекех Челябинск облаҫӗн губернаторӗпе Алексей Текслерпа тӗл пулма палӑртнӑ.

Президент ҫав кунах Пушкӑртстанри Абзелил районне кайӗ. Унта вӑл «Лассесбергер» компанийӗсен ушкӑнӗсене кĕрекен «Цемикс» типӗ строительство хутӑшӗсене кăларакан завода хута янă çĕре хутшӑнӗ.

 «Известия» информацийĕпе.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Алексей Никольский

Владимир Путин паян Пушкăртстанра пулать
Владимир Путин паян Пушкăртстанра пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: