Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Августӑн 2021, 09:52

Путин Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни пирки пĕлтернĕ

#владимирпутин Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин янă телеграммăра вӑл августӑн 17-мӗшӗнче Мускав çывӑхӗнче арканнă Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни çинчен пĕлтернĕ.

Путин Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни пирки пĕлтернĕ
Путин Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни пирки пĕлтернĕ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин янă телеграммăра вӑл августӑн 17-мӗшӗнче Мускав çывӑхӗнче арканнă Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни çинчен пĕлтернĕ. Текста Кремлĕн официаллӑ сайтĕнче пичетлесе кӑларнӑ.

Патшалӑх пуҫлӑхӗ Николай Куимов, Дмитрий Комаров тата Николай Хлудеев паттӑр ҫынсем, чӑн-чӑн геройсем тата профессионалсем пулнине палӑртнă. «Вӗсем пӗрремӗш çул хывакансен когортинче пулнӑ, вӗсем питĕ кӑткӑс техникӑна тӗрӗсленӗ, тӑван ҫӗршыв авиацине аталантарма пысӑк ĕлĕш хывнӑ», — тесе каланӑ Президент калаҫӑвӗнче.

Ил-112В Мускав ҫывӑхӗнчи Кубинка аэродромра тренировка вӗҫнӗ вӑхӑтра ҫӗмӗрӗлни паллӑ пулнӑ. Пилотсем сывлӑшри карапне юлашки самантчен хӑтарма хӑтланса вилнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: СК РФ / РИА Новости.

Путин Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни пирки пĕлтернĕ
Путин Ил-112В экипажĕн пуçне хунă членĕсен тăванĕсене хурланни пирки пĕлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: