Уфимец Катмандуна вӗҫнӗ ĕнтĕ.
Рустам Набиев блогер Уфаран Катара (Доха) ҫитнӗ, унтан Непал тӗп хулине вӗҫсе кайнӑ. Шӑпах Катмандуран сакӑр пин çÿллĕш Манаслу тӑррине унӑн ҫулӗ пуçланĕ.
Рустам хӑйӗн блогне малалла илсе пырать, унта вăл ҫул ҫинче мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парать. Сӑмахран, Набиев Катмандуна рейса куçса ларма 13 сехет хушши кӗтнӗ. Катарта аэропортӑн отельне Рустам çĕр каçма та пулин пултарайман. Пӗрремӗшӗнчен, гостиницӑра пушӑ вырӑн пулман, иккӗмӗшӗнчен, номер талӑкра 25 пин тенкӗ тӑрать. Хакӗ пӗчӗк мар. Ҫавна май уфимецӑн аэропортӑн урайӗнче ҫӗр каҫма тивнӗ.
Аса илтерер, Рустам Набиев сроклă служба салтакĕ пулнӑ май, урасӑр тӑрса юлнӑ. Инкек 2015 ҫулта Омск çывăхĕнчи казарма ишӗлсе аннӑ чухне пулса иртнӗ. Анчах каччӑ хӑйне хӑй ҫухатман. Рустам хӑйӗн блогне аталантарма пуҫланӑ, халӗ вара унӑн пурнӑҫне миллионшар ҫын сӑнать.
«МГ» информацийĕпе.