Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Сентябрӗн 2021, 14:26

Пушкăртстан МЧСĕ: -5 градус таран сивĕ пулать

Пушкӑртстанри МЧС республикӑра пурӑнакансене ҫутҫанталӑкӑн хӑрушӑ пулӑмӗсем ҫинчен асӑрхаттарать.  

Пушкăртстан МЧСĕ: -5 градус таран сивĕ пулать
Пушкăртстан МЧСĕ: -5 градус таран сивĕ пулать

Пушкӑртстанри МЧС республикӑра пурӑнакансене ҫутҫанталӑкӑн хӑрушӑ пулӑмӗсем ҫинчен асӑрхаттарать.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле те, ирхине те регион тӑрӑх сывлӑшра та, тӑпра ҫинче те 0, -5 градус пулать. Буздяк районӗнче чрезвычайлӑ пушар хӑрушсӑрлӑхӗ сыхланса юлӗ.

Ҫитес талӑкра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вăхăт-вăхăт уяртса ярать. Ҫӗрле, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче, пысаках мар ҫумӑр пулать. Кӑнтӑрла республикӑра пысӑках мар ҫумӑрсем. Ҫӗрле ҫил 0-5 м/с, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче 7-12 м/с. Сывлӑш температури +2,+7 градус, сивӗ ҫанталӑк уяртса янӑ чухне сывлӑшра та,тӑпра ҫийӗнче те 0, -5, кӑнтӑрла + 11-16 градусран ытла мар. Ҫул ҫинче ҫӗрле те, ирхине те 500-1000 метр тӗтре курӑнать.

МИХ информацийĕпе.

Пушкăртстан МЧСĕ: -5 градус таран сивĕ пулать
Пушкăртстан МЧСĕ: -5 градус таран сивĕ пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: