Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
15 Сентябрӗн 2021, 15:19

Пушкăртстанри суйлав 2021: чи кирлĕ информаци кăна

Сасӑлав мӗнле иртесси ҫинчен ыйтусене Пушкăртстан Тĕп суйлав комиссийĕн специалисчӗсем каласа пачӗҫ.  

Пушкăртстанри суйлав 2021: чи кирлĕ информаци кăна
Пушкăртстанри суйлав 2021: чи кирлĕ информаци кăна

Сасӑлав мӗнле иртесси ҫинчен ыйтусене Пушкăртстан Тĕп суйлав комиссийĕн специалисчӗсем каласа пачӗҫ.

Ҫапла вара, сентябрӗн 17, 18 тата 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисем Патшалӑх Думин депутачӗсен ҫӗнӗ йышне суйлӗҫ. "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ округра — патшалӑх Канашӗсен депутачӗсене, Уфара, Белорецкра, Бирскра, Уфа районӗнче тата Юматово ял совечӗсенче – вырӑнти Канашсен депутатӗсене.

Эсир хӑвӑр суйлав участокне пырсан сире 2—4 бюллетень парӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ Думӑна суйлама. ЦИК ӗҫченӗсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Госдумăна 450 депутата суйламалла, 225 депутатне парти списокӗсем тӑрӑх суйламалла. Урӑхла каласан, суйлавҫӑсен пӗр партишӗн галочка лартмалла пулать. Анчах кашни регионран мӗн чухлӗ ҫын иртесси сасӑлавҫӑсен шутӗнчен килет. Тӗрӗссипе каласан, ҫынсем суйлава мӗн чухлӗ нумайрах килӗҫ те хӑйсен сассине парӗҫ, ҫавӑн чухлӗ ытларах пире регион интересӗсене хÿтĕлекен представителӗсене пулĕҫ.

"Башинформ" Пушкӑртстанра мандатсемшӗн 14 политика партийӗ кĕрешессе пӗлтерет. "Пӗр мандатниксем" тӑрӑх суйлавҫӑсем уйрăм ҫынсемшӗн сасӑлаҫҫӗ. Ытларах сасӑ пухнă кандидат ҫӗнтерӗ.

Эсир халӗ те хӑвӑр суйлав участокӗ вырнаçнине тата камшӑн сасӑламалли кандидатсене пӗлместӗр пулсан,  кандидатсен тулли списокне курма пулать. Сасӑлав участокне "Манӑн суйлав" пайри е Раҫҫей ЦИК сайтӗнчи (сайте ЦИК России) сасӑлавҫӑсен адресӗпе тупма пулать.

Пушкӑртстанра онлайн сасӑлама юрамасть-ха. Анчах та ҫӗршывӑн ҫичӗ регионӗнче электронлӑ сасӑлав тытӑмӗ йӗркелеҫҫӗ ӗнтӗ.

Коронавируспа ҫыхӑннӑ май сасӑлав виҫӗ кун пырӗ. Ҫакӑ халӑхӑн тата черетсен пысӑк ушкӑнӗнчен сыхланма май парать. Кашни суйлавҫӑ ручка, маска тата перчетке илет. Мĕнпур пÿлĕмсене тата сĕтелсене кашни тӑватӑ сехетре дезинфикацилеҫҫӗ. Участокра температурӑллӑ суйлавҫӑ пулсан, сасӑлама пултарать вӑл, анчах уйрӑм пÿлĕмре.

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанри суйлав 2021: чи кирлĕ информаци кăна
Пушкăртстанри суйлав 2021: чи кирлĕ информаци кăна
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: