Пушкӑрт МЧСĕнче республикӑра пурӑнакансене каҫхи тӑм тивни тата вӑйлӑ ҫил ҫинчен асӑрхаттарчӗҫ. Çывăх талӑкра çил туртӑмĕ - 16 м/с.
Тавралӑх хутлӑхне гидрометеорологипе мониторинг Пушкăрт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 29-мӗшӗнче çĕрле регион территорийӗнче сывлӑшра та, ҫӗр ҫинче те -1, -6°градус пулать. Кӑнтӑрла термометр юписем +4, +9°ҫӗкленеҫҫӗ.
"Автоҫулсенче ирхине вырӑн-вырӑн тӗтре, 500-1000 метртан курӑнать, хĕвел тухӑҫ районӗсенче ҫӗрле те, ирхине те пăрлак çул пулать", — тесе ҫирӗплетнӗ республика МЧСĕн пресс-службинче.
Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 27-мӗшӗнче Белорецк районӗнче юр ҫурӗ те трассӑсене хупларĕ. Автомобилистсем çул çинче йывӑрлӑхсем курнӑ..
"Башинформ" информацийĕпе.