Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Октябрӗн 2021, 12:48

Аургазă район пуçлăхĕ должнăçне пăрахăçланă

Пушкӑртстанри Аургазă районӗн пуҫлӑхӗ Зуфар Идрисов постран хӑй ирӗкӗпе тухса каясси ҫинчен заявлени ҫырнӑ.  

Аургазă район пуçлăхĕ должнăçне пăрахăçланă
Аургазă район пуçлăхĕ должнăçне пăрахăçланă

Пушкӑртстанри Аургазă районӗн пуҫлӑхӗ Зуфар Идрисов постран хӑй ирӗкӗпе тухса каясси ҫинчен заявлени ҫырнӑ.

"Тӑван район ҫыннисен ырлӑхӗшӗн ӗҫлени маншӑн пысӑк чыс пулчӗ. Пӗтӗмӗшле тӑрӑшнипе, республика пулӑшнипе 8 ҫул хушшинче эпир нумай лайӑх кӑтартусене пурнӑҫларӑмӑр, паян Аургазă районӗ кал-кал аталанать, социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн нумай кӑтартӑвӗсемпе республикӑри лидерсен йышӗнче пырать", — тесе ҫырнӑ экс-пуҫлӑх.

Ҫавӑн пекех халӑх суйласа илнисем пуҫлӑхпа контрактӑн ҫӗнӗ проектне пӑхса тухрӗҫ, вакант должноҫне йышӑнма тата муниципалитетсен ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Арслан Шагаретдинова лартрӗҫ.

Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Зуфар Идрисов Уфа администрацийӗнче малалла ӗҫлеме куçать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчекĕ: социаллă сетьсем.

Аургазă район пуçлăхĕ должнăçне пăрахăçланă
Аургазă район пуçлăхĕ должнăçне пăрахăçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: