Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
8 Октябрӗн 2021, 15:38

Стерлитамак мэрӗ Владимир Куликов ӗҫрен тухса каяс умĕн пост ҫырнă

Хӑйӗн пӗлтерӗвӗнче Владимир Иванович стерлитамаксене пурне те пулӑшнӑшӑн, усӑллӑ критикӑшӑн тата чăн-чăн ӗҫсемшӗн тав тунӑ.  

Стерлитамак мэрӗ Владимир Куликов ӗҫрен тухса каяс умĕн пост ҫырнă
Стерлитамак мэрӗ Владимир Куликов ӗҫрен тухса каяс умĕн пост ҫырнă

Социаллӑ сетьсенче Владимир Куликов хӑй тахҫантанпах ҫакӑн пек решени йышӑнни ҫинчен, анчах хулапа унӑн ҫыннисем умӗнче панӑ тивӗҫсене пурнӑҫламалли ҫинчен каласа панӑ.

Хӑйӗн пӗлтерӗвӗнче Владимир Иванович стерлитамаксене пурне те пулӑшнӑшӑн, усӑллӑ критикӑшӑн тата чăн-чăн ӗҫсемшӗн тав тунӑ.

Мэр каланӑ тӑрӑх, çак ҫулсенче Стерлитамак ҫӗршыври чи хӑтлӑ хуласенчен пӗрин статусне сыхласа хӑварнӑ кӑна мар, илӗртӳллӗрех пулса тӑнӑ.

"Парксемпе скверсене, хулари аллейӑсене, Стерля çыран хӗррине, картиш территорийӗсене, подъездсене тирпей-илем кӗртес енӗпе нумай проект пурнӑҫланнӑ, ҫулсемпе бульварсене юсаса ҫӗнетнӗ, темиҫе шкул, ача сачӗсем, суту-илӳ центрӗсем уҫнӑ. "Содовик" тата "Сода" ДК спорткомплекса хулана тавăрчӗҫ. Эпӗ Октябрь проспекчӗпе ҫыран хӗрринчи ҫулсем пулаççĕ тесе сӑмах патӑм, хамӑн сӑмаха тытрӑм – строительство пуҫланчӗ", — тенӗ Владимир Куликов.

Юлашкинчен Владимир Куликов юратнă хулине чечекленÿ тата телей суннă.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ».

Стерлитамак мэрӗ Владимир Куликов ӗҫрен тухса каяс умĕн пост ҫырнă
Стерлитамак мэрӗ Владимир Куликов ӗҫрен тухса каяс умĕн пост ҫырнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: