Пирӗн ентеше Валерий Кузьмина Нижний Новгород облаҫӗн прокурорӗн пӗрремӗш заместителӗ пулма ҫирӗплетнӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе (04.10-2021 №571) Валерий Владимирович Кузьмина Нижний Новгород облаҫӗн прокурорӑн пӗрремӗш заместителӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
В.В. Кузьмин 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Пишпÿлек район прокурорне пулăшаканӗн должноҫӗнче прокуратура органӗсенчи службине пуҫланӑ. 2004—2005 ҫулсенче — Куюргазă район прокурорӗн заместителӗ. 2005 ҫулта республика прокуратурине куҫнӑ, унта тӗрлӗ должноҫсем йышӑннӑ. 2011 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен ПР прокуратурин коррупцине хирӗҫ тӑни ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине пӑхса тӑракан пая ертсе пынă, 2020 ҫулхи августран пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Пушкӑртстан прокурорӗн заместителӗн должноҫне йышӑннӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ шутланать.