Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Октябрӗн 2021, 09:27

Ноябрьте тăватă кун канатпăр

Ку эрнере пилĕк кун ӗҫлекенсене пырса тивет.

Ноябрьте тăватă кун канатпăр
Ноябрьте тăватă кун канатпăр

Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрнере тăватă кун кантараҫҫӗ: 4, 5, 6 тата 7-мӗшӗсенче. Ку эрнере пилĕк кун ӗҫлекенсене пырса тивет.

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Вӑрӑм кану кунӗсем ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та. Юнкун, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ пĕр сехет кӗскерех пулӗ.

Чӳкӗн 5-мӗшӗнче кӑрлач уйӑхӗшӗн канатпӑр. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 1-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи каникул. Вӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лексен кану кунне урӑх куна куҫараҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн вӑрӑм каникул пире Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ кӗтет. Кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеместпӗр.

#Раҫҫейре#уявсем#Ҫӗнӗ ҫул

Ноябрьте тăватă кун канатпăр
Ноябрьте тăватă кун канатпăр
Автор:
Читайте нас: